Неделя родного(чувашского) языка

Неделя родного(чувашского) языка

 Тени шкуленче чăваш чěлхи эрнине халалласа 5-9 классенче тěрлěрен мероприятисем ирттерчěç. Ачасене тематика занятийӗсенче республика элемӗсемпе, тӑван тӑрӑхӑмӑрти паллӑ вырӑнсемпе, чӑваш вӑйисемпе тата чӑваш тӗррин орнаменчӗсемпе паллаштарчĕç.

 Унта вěсем чěлхе халăхăмăрăн хаклăран та хаклă пуянлăхě, наци пěрлěхěн символě шутланнине палăртрěç. Хамăрăн илемлě те çепěç чěлхепе сăвăсем вуларěç, юрăсем юрларěç. Уроксенче те тěпчев ěçěсем  пурнăçларěç.

Çавăн пекех  вěренекенсемпе вěрентекенсем «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ-2022» акцие хутшǎнчěç. Унǎн тĕллевĕ – чǎваш чĕлхине юратма хавхалантарасси. Пĕтĕм чǎваш диктантне хутшǎнни пĕлӳ шайне тĕрĕслемелли  мел те пулса тǎрать. Кǎçалхипе саккǎрмěш çул иртрě вǎл.

«Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ -2022»  акцие  шкулти 8 вĕренекенпе 6 вĕрентекен хутшǎнма кǎмǎл турĕç. Вĕсене пурне те  тав сǎмахĕ калатпăр. 

Фотогалерея